Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Князев Иван Михайлович

Князев Иван Михайлович — хирург, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1977). 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Урпашра ҫуралнӑ. 1996 ҫулхи акан 18-мӗшӗнче Елчӗкре вилнӗ.

Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсене тивӗҫнӗ. Медальсем те сахал мар.

Кун-ҫулӗ

Хусанти медицина институтӗнче 4 курсра вӗреннӗ вӑхӑтра, 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче, ӑна ҫара илсе кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнче Сарӑту медицина институчӗн ҫар факультетӗнче ҫар тухтӑрӗсен курсӗнче пӗлӳ пулнӑ.
Вӑрҫӑ хирне лексен 3-мӗш рангри ҫар тухтӑрӗ, полкӑн аслӑ тухтӑрӗ, 229-мӗш стрелоксен дивизийӗн 183-мӗш полкӑн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ. Темиҫе хут аманнӑ.

Вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫ, Советски тата Елчӗк район пульницисенче хирург пулса ӗҫленӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-08-14 15:12:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6913 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем